Шӑмӑршӑ районӗнчи Виҫпӳрт Шӑмӑршӑ ялӗнче 1977-мӗш ҫулта ҫуралнӑ Владимир Ильич Ульяновӑн депутат пулма май килмест. Хальлӗхе. Каярах, тен, хӑй ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртейӗ те-и вӑл?
Пролетариат ертӳҫи ячӗллӗ арҫын Чӗмпӗр облаҫӗнче депутата суйланма ӗмӗтленнӗ. Хайхи этем асӑннӑ хулари Депутатсен пухӑвӗн депутачӗн мандачӗ пирки ҫунатланнӑ. Ҫынсене алӑ пустарса суйлав комиссине вӑл, саккун ыйтнӑ пекех, хутсем тӑратнӑ. Депутат мандачӗшӗн кӗрешӗве тухма кандидат евӗр шута илме ӑна 88 ҫын алӑ пусса пани кирлӗ пулнӑ. Алӑ пусса панӑ 96 хутран 52-шӗ суя пулни ҫиеле тухнӑ.
Владимир Ильич Ульянов Виҫпӳрт Шӑмӑршӑра 1977 ҫулта ҫуралнине, унччен судпа айӑпланманнине тата вӑхӑтлӑха ниҫта та ӗҫлеменнине пӗлтернӗ.
Шӑмӑршӑ районӗнче — пысӑк ҫухату. Пӗр ҫемьере ачана, унӑн ашшӗне тата асламӑшне урапа ҫапса кайнӑ. Вилмеллех.
Ку тискер ӗҫ Илемре, ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, «Шӑмӑршӑ — Суйкӑн» автоҫул ҫинче 20 сехет тӗлнелле пулнӑ. Шӑмӑршӑра пурӑнакан ҫемье ҫулпа утнӑ. Ҫав вӑхӑтра вӗсем ҫине урапа пырса кӗнӗ.
Йывӑр сурансене пула 38 ҫемье пуҫӗ (унӑн ҫуралнӑ кунӗ иртсе кӑна кайнӑ пулнӑ), унӑн 66-ри амӑшӗ тата виҫҫӗри ывӑлӗ вилнӗ. Арҫыннӑн арӑмӗ тата 2008 ҫулта ҫуралнӑ тепӗр ывӑлӗ те ҫавӑнтах пулнӑ. Вӗсене пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Форд-Фокус» урапа водителӗ тепӗр урапана хӑваласа иртнӗ чухне руле тытайман та ҫуран утакансем ҫине кӗрсе кайнӑ.
Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Арҫынна, урапа хуҫине, халех тытса чарас ыйтӑва пӑхса тухаҫҫӗ.
Шӑмӑршӑ районӗнчи Ярӑслав ялӗнче пурӑнакан Алексей Дмитриевичпа Лариса Петровна Кузнецовсен ҫак кунсенче савӑнӑҫ пулнӑ. Ҫемьене каллех аист вӗҫсе килнӗ.
Хальхинче вӗсен, утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, ҫиччӗмӗш ача кун ҫути курнӑ. Арҫын ачана Алексей ят хунӑ. Пӗчӗкскере килте аппӑшӗсемпе пиччӗшӗсем — Алина, Дима, Леонтий, Анна, Егор, Вероника — кӗтеҫҫӗ.
Чи асли Кузнецовсен 13 ҫулта кӑна-ха. Алексей умӗнхи — 3 ҫулта. Ҫемье пуҫӗ Алексей Дмитриевич «Исток» тулли мар яваплӑ обществӑра механизаторта ӗҫлет. Унӑн мӑшӑрӗ Лариса Петровна килте ачасемпе ларать.
Сӑмах май: Кузнецовсен ҫуралнӑ ачи Шӑмӑршӑ районӗнче — 76-мӗш. Ку кӑҫӑл ҫуралнӑ пепкесене шута илсен ӗнтӗ.
Республикӑра пӗр вӑхӑт шӑрӑх ҫанталӑк тӑнӑран тата хӑш-пӗр районта ҫумӑр ҫуманран Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев хӑш-пӗр тӑрӑхра инкеклӗ лару-тӑру тесе утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче хушу кӑларни, иртнӗ эрне вӗҫӗнче ҫав хушӑва пӑрахӑҫлани пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, инкеклӗ лару-тӑрӑва хӑй вӑхӑтӗнче Патӑрьелпе Шӑмӑршӑ районӗсенче йышӑннӑччӗ. Ҫанталӑк шӑрӑх тӑни кӑнтӑр енчи районсенчи ял хуҫалӑх культурисене сиен кӳнӗ. Асӑннӑ тӑрӑхри хуҫалӑхсем малтанласа шутласа кӑларнӑ тӑрӑх, шӑрӑх 15,2 пин гектар ҫинчи ял хуҫалӑх культурисене шар кӑтартнӑ. Шӑмӑршӑ районӗнче тӗш-тырӑпа пахча-ҫимӗҫ 3,3 пин гектар сиенленнӗ, Патӑрьел районӗнче — 11,9 пин гектар. Тӗрӗссипе миҫе гектар шар курнине ҫак уйӑхра тӗплӗнрех шутласа кӑлармалла.
Республикӑра пӗр вӑхӑт шӑрӑх ҫанталӑк тӑнӑран тата хӑш-пӗр районта пӗр пӗрчӗ ҫумӑр та ӳкменрен ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев хӑш-пӗр тӑрӑхра инкеклӗ лару-тӑру пулни пирки хушу алӑ пуснӑччӗ. Ку Патӑрьел тата Шӑмӑршӑ районӗсене пырса тивнӗччӗ.
Паян, утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Шӑмӑршӑ районӗнче инкеклӗ лару-тӑру пулнине пӑрахӑҫланӑ. Кун пирки ЧР МЧСӗн пресс-служби пӗлтерет.
Аса илтерер: инкеклӗ лару-тӑрӑва утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче йышӑннӑччӗ. Ун чухнех пӗлтернӗччӗ — ӑна ятарлӑ хушусӑр та пӑрахӑҫламӗҫ.
Халӗ Шӑмӑршӑ районӗнче лару-тӑру лайӑхланнӑ, ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсемпе организаци ертӳҫисене тӑкака сахаллатас тӗлӗшпе ӗҫлеме хушнӑ.
Росреестрӑн Чӑваш Енри управленийӗ хутсем йышӑнакан тата паракан «чӳречесене» хупма тытӑннӑ. Кун пек йышӑну харӑсах темиҫе района пырса тивнӗ.
Куҫман пурлӑх регистрацилемелли тата ун тӗлӗшпе туса ирттерекен ытти ӗҫе тӑвас тесен Росреестрӑн Элӗк, Шупашкар, Шӑмӑршӑ, Тӑвай, Канаш, Сӗнтӗрвӑрри районӗсенчи, Ҫӗнӗ Шупашкар хулинчи уйрӑмне кайма тӑмасть, мӗншӗн тесен вӗсенче ҫак уйӑхран йышӑнма пӑрахнӑ. Шӑмӑршӑ районӗнче хутсене нумай ӗҫ тӑвакан центрта кӑна йышӑнаҫҫӗ. Шупашкарти нумай ӗҫ тӑвакан центрти икӗ офисра 13 «чӳречерен» виҫҫӗшне хупнӑ, вӗсенче халӗ пурӗ 52 «чӳрече» ӗҫлет. Вӗсем кирлӗ хутсене йышӑнаҫҫӗ те, параҫҫӗ те.
Районсенчи «чӳречесене» хупни ҫынсене пулӑшу кӳрессине начарлатмалла мар тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен Росреестрта, мӗншӗн тесен хутсене Кадастр палатин офисӗсенче е нумай ӗҫ тӑвакан центрсенче те йышӑнаҫҫӗ.
Нумаях пулмасть ҫумӑр ҫуманран Патӑрьел районӗнче инкеклӗ лару-тӑру пулнине пӗлтернӗччӗ. Паянтан, утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен, Шӑмӑршӑ районӗнче те инкеклӗ лару-тӑру пулнине палӑртнӑ. Вӑл 17 сехетренпе вӑя кӗнӗ. Хушӑва район администрацийӗн пуҫлӑхӗ алӑ пуснӑ.
Ку лару-тӑрава районта чылай вӑхӑт ҫумӑр ҫуманнипе палӑртнӑ. Ҫавна пула тухӑҫлӑ тыр-пул туса илесси иккӗленӳллӗ. Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗсене, предприятисемпе организацисене кун тӗлӗшпе мӗн те пулин тума хушнӑ.
Аса илтерер: Чӑваш Енре ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнчен пушар тухас хӑрушлӑх пулнӑ май ятарлӑ режим палӑртнӑ. Вӑл халӗ те вӑйра-ха. Ҫӗртме уйӑхӗн варринче Чӑваш Енре пушар тухас хӑрушлӑхӗн 4-мӗш класне палӑртнӑ. Канаш районӗнче вара — 5-мӗш класс. Ҫавна май вӑрмансенче кӑвайт чӗртме, кӑвар ҫинче апат пӗҫерме, ҫӳп-ҫапа ҫунтарма, типӗ курӑка чӗртсе яма чарнӑ. Йӗркене пӑснӑшӑн явап тыттараҫҫӗ.
Иртнӗ канмалли кунсенче Шӑмӑршӑ районӗнче Ҫамрӑксен кунӗпе килӗшӳллӗн эстрада юррисен «Ҫамрӑксен сасси — 2015» фестиваль иртнӗ. Унта ҫамрӑксем хӑйсен юрлас пултарулӑхне кӑтартма пултарнӑ.
Фестиваль пултаруллӑ ҫамрӑксене тупса палӑртма, яш-хӗре хӑйсен репертуарне пуянлатма пулӑшать.
Фестиваль вӗҫӗнче чи лайӑххисене дипломсемпе, парнесемпе хавхалантарнӑ. «Соло-вокал» номинацире Кристина Егорова ҫӗнтернӗ. Иккӗмӗш вырӑна Алена Чамеева (Кивӗ Чукал) тата Яна Харитонова (Пӑчӑрлӑ Пашьел) тухнӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑнта Снежанна Тихонова (Васан) тата Алена Стратилатова (Палтиел) пулнӑ.
18–35 ҫулсенчисен йышӗнче вара 2-мӗш вырӑна Сюзанна (Шӑмӑршӑ) тухнӑ. 3-мӗш вырӑнта Ольга Бибукова (Шӑмӑршӑ) пулнӑ.
«Дуэт» номинацире Алена тата Татьяна Чамеевӑсем (Кивӗ Чукал) ҫӗнтернӗ. 2-мӗш вырӑнта – Алена Стратилатова тата Евгений Макаров (Палтиел) пулнӑ.
«Вокал ансамблӗ» номинацире 3-мӗш вырӑнта Кивӗ Чукал ансамблӗ пулнӑ.
Сӑнсем (20)
Шӑмӑршӑ районӗнче газ пама пӑрахаҫҫӗ. Анчах, Турра шӗкӗр, яланлӑха мар (ун пек пулсан республика пӗлтерӗшлӗ инкеклӗ лару-тӑру тесех хаклама тивӗччӗ), ик кунлӑха. Газпа тивӗҫтерекенсем кутӑнлашнипе те мар. Газ валеҫекен станцире юсав ӗҫӗ ирттернӗрен.
Юсава Константиновскинчи магистральлӗ газ пӑрӑхӗсен линипе производство управленийӗ ирттерме палӑртса хунӑ. Ӑна вӑл Шӑмӑршӑри газ валеҫекен станцире пурнӑҫлӗ. Ҫавна пула асӑннӑ станцирен газ пачах пама пӑрахӗҫ: пӗрре — ыран, ҫӗртмен 18-мӗшӗнче; тепре — ҫӗртмен 30-мӗшӗнче. Ыран ирхи 7 сехетрен пуҫласа 17 сехетчен газ пымӗ, 30-мӗшӗнче ирхи ҫиччӗрен каҫхи вуннӑчченех газсӑр ларма тивӗ.
Шӑмӑршӑри газ валеҫекен станци Васан, Карапай Шӑмӑршӑ, Палтиел, Анат Чаткас, Пуянкасси, Шӑмӑршӑ ял тӑрӑхӗсене тивӗҫтерсе тӑрать.
Ҫуллахи каникул ҫитнӗ май ачасем, паллах, савӑнаҫҫӗ. Ара, вӗренмелле мар, ирӗклӗх-ҫке. Анчах чылай ялта ачасем урам тӑрӑх йытӑ хӑваласа чупмаҫҫӗ халӗ. Халӗ вӗсем валли уйлӑхсем ӗҫлеҫҫӗ. Ытларахӑшӗ — шкул ҫумӗнче.
Шӑмӑршӑ районӗнче, ав, «Веснушки» уйлӑх ӗҫлет. Унта ачасем хӑйсене валли чуна выртакан ӗҫ тупаҫҫӗ. Нумаях пулмасть вӗсем хӑйне евӗр япаласем ӑсталанӑ.
Мӗн пытармалли: хӑш-пӗр ҫӗрте урамра та ӑпӑр-тапӑр йӑваланса выртать. Хӑш-пӗр этем хӑйӗн хыҫҫӑн пуҫтарма пӗлменнине каласа кӑтартма та кирлӗ мар ӗнтӗ. «Веснушки» уйлӑха ҫӳрекен ачасем вара ӑпӑр-тапӑра иккӗмӗш пурнӑҫ парнеленӗ.
Шӑмӑршӑ ачисем пластикран, кӗленчесенчен, банкӑсенчен, картонран темӗн те пӗр ӑсталанӑ. Ӗҫӗ йывӑрах мар-мӗн. Кӑштах тӑрӑшулӑх кӑна кирлӗ.
Сӑнсем (12)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |